Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Политика
6 Нарӑсӑн 2023, 15:28

Путинпа Лукашенко телефонпа мĕн çинчен калаҫни паллă

#владимирпутин

Путинпа Лукашенко телефонпа мĕн çинчен калаҫни паллăПутинпа Лукашенко телефонпа мĕн çинчен калаҫни паллă
Путинпа Лукашенко телефонпа мĕн çинчен калаҫни паллă


#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗпе Владимир Путинпа унӑн Беларуç ӗҫтешӗ Александр Лукашкенко тӗлпулу ҫинчен калаҫса татӑлнӑ, унӑн тӗллевӗ икӗ лидер маларах панӑ хушусене пурнӑҫланине тӗрӗслесе тӑрасси. Кун пирки февралӗн 5-мӗшӗнче республика пуҫлӑхӗ патне ҫывхарнӑ "Пул Первого" Telegram-каналĕ пӗлтерет.
Патшалӑх пуҫлӑхӗсем ҫывӑх вӑхӑтра тӗл пулма палӑртаҫҫӗ. Чи малтанах импорта улӑштармалли сферӑри тата ҫӗршывсем пӗр-пӗринпе санкцисене хирĕç ҫыхӑнса ӗҫлемелли хушусене пурнӑҫлассине сӳтсе явӗҫ.
Унсӑр пуҫне Раҫҫей тата Беларуç лидерӗсем экономикӑпа политика тата хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫленине сӳтсе явнӑ. Сӑмахран, Беларуçпа Раҫҫей хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе Союзлӑ патшалӑх шайӗнче малашнехи ӗҫсем ҫинчен сӑмах пынӑ.
https://iz.ru/1465518/2023-02-05/stali-izvestny-podrobnosti-telefonnogo-razgovora-putina-i-lukashenko


Сăнÿкерчĕкĕ: Новости РИА/Михаил Метцель.

Путинпа Лукашенко телефонпа мĕн çинчен калаҫни паллă
Путинпа Лукашенко телефонпа мĕн çинчен калаҫни паллă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас