

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин турккăсен ĕçтешне Реджеп Тайип Эрдогана ҫӗр чӗтреннине пӗтерме халех Анкарӑна пулӑшу пама хатӗррине ҫирӗплетнӗ. Кун ҫинчен тунтикун, февралӗн 6-мӗшӗнче, Кремльте икӗ лидер телефон калаҫӑвӗн итогӗсем тӑрӑх пӗлтернĕ.
"Турцире ҫӗр кисреннипе тата нумай ҫын вилнĕ пирки питӗ хурланнӑ пирки Владимир Путин турккӑсен партнерӗсене ҫак асар-писер инкек-синкеке пӗтерме халех пулӑшу пама хатӗррине ҫирӗплетнӗ. Конкретлӑ сӗнӳсене турккӑсен енне тивӗҫлӗ каналсем тӑрӑх панӑ ӗнтӗ", - тенӗ Кремль сайтĕнче.
Эрдоган Путина Турцире ҫӗр чӗтреннӗшӗн оперативлӑ та чӗререн хурав тунӑшӑн ӑшшӑн тав тунине палӑртаҫҫӗ. Турци лидерӗ ҫӗршыври компетентлӑ ведомствӑсене Раҫҫей пулӑшӑвне илме хушусем панӑ.
https://iz.ru/1466054/2023-02-06/putin-po-telefonu-podtverdil-erdoganu-gotovnost-okazat-pomoshch-posle-zemletriaseniia
Сăнÿкерчĕкĕ: Global Look Press/Xinhua/Mustafa Kaya.