

#владимирпутин
Раççей вӗҫӗмсӗр санкцисен прессингӗ айӗнче пурӑнать, анчах вӗсем урлӑ лӑпкӑ иртет. Ҫакна Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин палăртнă.
"Эпир чикӗ леш енчен яланах прессингра пурӑнатпӑр — ҫак вӗҫӗ-хӗррисӗр санкцисем ҫинчен калатӑп. Эпир пурне те куратпӑр, ҫак санкцисем витӗр лӑпкӑ иртетпӗр", — палӑртнă Президент арбитраж судйисемпе ҫар судйисен, ҫавӑн пекех пӗтӗмӗшле юрисдикци сучĕсен судйисен канашлӑвӗнче.
Патшалӑх Пуҫлӑхӗ палӑртнӑ тӑрӑх, ют ҫӗршывсен туслă мар ӗҫӗсем ҫине тата вӗсем Раҫҫей экономикине аркатма хӑтланни ҫине хуравлани пӗр япала ҫеҫ пулма пултарать: "право сыхлав органӗсен пӗтӗмӗшле тата суд тытӑмӗ енчен ирӗклӗхпе хӳтлӗх сферине анлӑлатасси".
https://iz.ru/1470067/2023-02-14/putin-otmetil-chto-rossiia-spokoino-perenosit-sanktcii-zapada
Сăнÿкерчĕкĕ: Новости РИА/Михаил Метцель.