#владимирпутин
Раҫҫей ҫарӗсем паян Раҫҫее хӳтӗлесе неонацистсемпе паттӑррӑн ҫапӑҫаҫҫӗ. Кун пирки юнкун, февралӗн 15-мӗшӗнче, РФ Президенчӗ Владимир Путин Тӑван çӗршыв тулашӗнче служба тивӗҫне пурнӑҫланӑ Раҫҫей ҫыннисене асăнмаллине халалланӑ чаплӑ каҫа хутшӑнакансене саламланӑ чухне каланă.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, патриотизм йăли-йĕркисем, Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑнса тата паттӑр тӑванлӑха чунтан парӑнса ӗҫлени Раҫҫейре ӑруран-ӑрӑва куҫса пыраҫҫӗ.
"Паян та пирӗн салтаксем неонацистсемпе паттӑррӑн ҫапӑҫаҫҫӗ, Раççее хӳтӗлеҫҫӗ", - тенӗ Путин.
РФ Президенчӗ РФ спецоперацине хутшӑнакансене пулӑшни пӗлтерӗшлӗ пулнине кӑтартнӑ. Сӑмахран, ҫар ҫыннисем Раҫҫей енчен мораль тӗлӗшӗнчен пулӑшнине тата ӑнланнине туйма кирлине палӑртнӑ вӑл.
https://iz.ru/1470675/2023-02-15/putin-otmetil-muzhestvo-rossiiskikh-voennykh-v-borbe-s-neonatcistami
Сăнÿкерчĕкĕ: Новости РИА/Константин Михальчевский.