Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Политика
20 Нарӑсӑн 2023, 10:01

Раççейпе Путина пулӑшса Австралинче митинг иртнӗ

#владимирпутин

Раççейпе Путина пулӑшса Австралинче митинг иртнӗРаççейпе Путина пулӑшса Австралинче митинг иртнӗ
Раççейпе Путина пулӑшса Австралинче митинг иртнӗ

#владимирпутин

Сиднейра Раҫҫее пулӑшас ӗҫе 1,5 пин ҫынна яхӑн хутшӑннӑ.

Раҫҫей Президентне Владимир Путина тата Раҫҫее пулӑшса Сиднейри Раççей генконсульстви умĕнче Австрали гражданӗсем митинга тухнӑ. Кун ҫинчен февралӗн 18-мӗшӗнче акцие йӗркелекенсенчен пӗри Семен Бойков пӗлтернӗ, вӑл симӗс континент ҫинче казаксене ертсе пыракан атаман шутланать.

"Митинга пин ҫурӑ яхӑн ҫын тухнӑ, вырӑссем пачах та пулман теме пулать. Австрали ҫыннисем, Австралинче пурӑнакан аборигенсен йӑхӗнчи представителӗсем пулнӑ", - цитатӑлать "Новости РИА» хӑйпе калаҫакана.

Вӑл акцие хутшӑнакансем хӑйпе пӗрле Раҫҫей ялавӗсемпе "Украина - терроризм патшалӑхĕ. Пулӑш Раççее!" «Раççейпе вӑрҫӑ çук!" лозунгсем ҫырнӑ плакатсем пулни ҫинчен каласа панă. Тата вӗсем Раҫҫей лидерӗн портретне трибуна ҫине уйрӑммӑн лартнă.

https://iz.ru/1472216/2023-02-18/v-avstralii-proshel-miting-v-podderzhku-rossii-i-putin

 

Сӑнӳкерчӗкĕ: социаллă сетьрен.

 

Раççейпе Путина пулӑшса Австралинче митинг иртнӗ
Раççейпе Путина пулӑшса Австралинче митинг иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас