Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Политика
27 Нарӑсӑн 2023, 15:18

Путин Эрдогана ҫуралнӑ кун ячӗпе салам янă

#владимирпутин

Путин Эрдогана ҫуралнӑ кун ячӗпе салам янăПутин Эрдогана ҫуралнӑ кун ячӗпе салам янă
Путин Эрдогана ҫуралнӑ кун ячӗпе салам янă

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин турккӑ ĕçтешне Реджеп Тайип Эрдогана ҫуралнӑ кун ячӗпе салам янӑ. Телеграмма текстне февралӗн 26-мӗшӗнче Кремль сайчӗ ҫинче пичетлесе кӑларнӑ.
Раҫҫей лидерӗ Турци президенчӗн, патшалӑх деятелӗн тата ҫыннӑн лайӑх пахалӑхӗсем хальхи вӑхӑтра палӑрнине палӑртнӑ. Путин ҫавӑн пекех Эрдоган икӗ ҫӗршыв хушшинчи туслӑ та конструктивлӑ хутшӑнусене ҫирӗплетес ӗҫе тӳпе хывнине палӑртнă.
"Раҫҫейре пирӗн ҫӗршывсем хушшинчи туслӑ хутшӑнусене ҫирӗплетес тата конструктивлӑ ҫыхӑнӑва ҫирӗплетес ӗҫе эсир тӳпе хывнине хаклаҫҫӗ. Пӗр-пӗрне усӑллӑ проектсене эпир малашне те планпа пурнӑҫа кӗртессе шанатӑп, регионти тата глобаллӑ кун йĕркинчи пӗлтерӗшлӗ ыйтӑвӗсене татса парас тӗлӗшпе вӑй хурассине малалла та йӗркелесе пырӑпӑр", - тесе ҫырнӑ телеграммӑра.
Юлашкинчен Раҫҫей лидерӗ ӗҫтешне ҫирӗп сывлӑх, телей, ырлӑх тата ӑнӑҫу суннă.
https://iz.ru/1475509/2023-02-26/putin-napravil-erdoganu-pozdravleniia-s-dnem-rozhdeniia


Сӑнӳкерчӗкĕ: ТАСС/Вячеслав Прокофьев

 

Путин Эрдогана ҫуралнӑ кун ячӗпе салам янă
Путин Эрдогана ҫуралнӑ кун ячӗпе салам янă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас