Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Политика
28 Нарӑсӑн 2023, 04:44

Владимир Путин Ятарлӑ операцисен çар служащийӗсемпе ветеранӗсене саламланă

#владимирпутин

Владимир Путин Ятарлӑ операцисен çар служащийӗсемпе ветеранӗсене саламланăВладимир Путин Ятарлӑ операцисен çар служащийӗсемпе ветеранӗсене саламланă
Владимир Путин Ятарлӑ операцисен çар служащийӗсемпе ветеранӗсене саламланă

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ҫар службисемпе ветеранӗсене Ятарлӑ операцисен вӑйӗсен професси уявӗпе саламланă. Кун ҫинчен "Башинформ" информагенство Кремль пӗлтернинчен пӗлнӗ.
"Хисеплӗ юлташсем! Хаклӑ ветерансем! Сире професси уявӗпе — Ятарлӑ операци вӑйӗсен кунӗ ячӗпе саламлатӑп. Сире Раҫҫей ҫарӗн мӑнаҫлӑхӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ятарлӑ операцисен вӑйӗсен боецӗсемпе командирӗсене пурне те хатӗрлев шайӗ, чӑрсӑр, татӑклӑ, тӗп участоксемпе ҫул-йӗрсенче ҫиҫӗм пек хӑвӑрт ӗҫлеме пӗлни, тӗнчери кирек мӗнле регионсенче те стратегилле пӗлтерӗшлӗ чи кӑткӑс та яваплӑ задачӑсене — Раҫҫей, пирӗн халӑхӑн наци интересӗсем хӑрушсӑрлӑхпа наци интересӗсем ыйтакан вырӑнсенче-тухӑҫлӑ татса пама хатӗрри палӑрать", - каланă Владимир Путин ветерансемпе ҫар ҫыннисене.
Патшалăх Пуҫлӑхӗ ку чухнехи хӗҫпӑшалпа ҫар техникин чи лайӑх тӗсӗсене лайăх пӗлни, çапăçу опыт ҫар ӑсталӑхӗн уйрӑм шкулне йӗркелеме май панине палӑртнӑ.
"Сирӗн пурнӑҫӑр - паттӑрлӑхпа çирĕплĕх ҫулӗ, Тӑван çӗршыва чунтан парӑнса тӑни, тивĕçе тата присяга парӑнни. Эсир ҫакна ҫапӑҫура, ҫав шутра ятарлӑ ҫар операцийӗ пынӑ чухне, илнӗ приказа вӗҫне ҫитичченех пурнӑҫласа, хӑвӑрпа пӗрле юлташăрсене хӳтӗлесе, хӗрарӑмсене, ачасене, ватăсене хӑтарса, Раççее, пирӗн граждансене тата пирӗн ҫӗре неонационализм хӑратассинчен хӳтӗлесе ҫирӗплетсе патӑр. Сирӗн пӗлӗвӗрсемпе професси хӑнӑхӑвӗсем, кӑтартуллӑ дисциплина тата пысӑк хастарлӑхӑр ҫамрӑк боецсене — ятарлӑ операцисен вӑйӗсен ретӗнче ӗҫлеме тивӗҫлисене - пур енчен те хатӗрлеме кирлӗ. Уйрӑмах сире ҫар службине уйрӑм мобилизациленӗ шайра чӗнсе илнӗ граждансене çар йӗркесене тивӗҫтерес, пахалӑхлӑ вӗрентес ӗҫе тӳрремӗнех хутшӑннине палӑртатӑп. Эсир вӗсене пӗлӳпе ҫар опычӗ ҫеҫ мар, хӑвӑрӑн нихҫан пӗтми хастар шухӑш-кӑмӑлне та паратӑр", - тенĕ Владимир Путин.
Аса илтеретпӗр, ятарлӑ операцисен вӑйне февралӗн 27-мӗшӗнче РФ Президенчӗн указӗпе килӗшӳллӗн 2015 ҫулхи февралӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа палӑртаҫҫӗ. Кун Раҫҫей Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен асăну кунӗсен шутне кӗрет.
https://www.bashinform.ru/news/politics/2023-02-27/vladimir-putin-pozdravil-voennosluzhaschih-i-veteranov-sil-spetsialnyh-operatsiy-3158117


Сăнÿкерчĕкĕ: кремлин.ру.

 

Владимир Путин Ятарлӑ операцисен çар служащийӗсемпе ветеранӗсене саламланă
Владимир Путин Ятарлӑ операцисен çар служащийӗсемпе ветеранӗсене саламланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас