Паян кашни çын фронт валли мĕн те пулин усăллине тума тăрăшать. Пĕрисем çырусем çыраççĕ, блиндаж çуртисем тăваççĕ, салтаксем валли килти салма хатĕрлеççĕ, укçа-тенкĕ пухаççĕ тата ытти те.
Тылпа фронт пĕр шухăшлă пулмалла тата çакă чăннипе те çапла.
Пишпÿлекре, Çирĕклĕре, Аитра, Йăлпăлактамакра, Хушăлкара, Ситекпуçĕнче, Дюсянра тата ытти ялсенче массетьсем çыхаççĕ. Тĕпрен илсен, çак ĕçе хĕрарăмсем тăваççĕ. Маскировка сетьне çыхма ансат мар, нумай вăхăт тата вăй кирлĕ, апла пулсан та, ял çыннисем кунĕн-çĕрĕн ĕçлеççĕ, канмалли кунсенче те. Сăмахран, Йăлпăлактамакра вырăнти шкул вĕрентекенĕсем пĕтĕм коллективĕпе тенĕ пек ĕçленĕ. Ĕç малалла пырать, маскировка сетьне çыхакансен шучĕ ÿснĕçем-ÿссе пырать.
Сăнÿкерчĕкĕсем: социаллă сетьрен.