Çутă çул
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
13 Мартӑн 2023, 11:15

Радий Хабиров Пушкӑртстанри делегаци Иранра ӗҫлеме пуҫлани ҫинчен пӗлтернӗ

Делегаци йышӗнче – отрасль министерствисен ертӳҫисем тата экономикӑн тӗрлӗ сферисенчен килнӗ компанисен представителӗсем.

Радий Хабиров Пушкӑртстанри делегаци Иранра ӗҫлеме пуҫлани ҫинчен пӗлтернӗ
Радий Хабиров Пушкӑртстанри делегаци Иранра ӗҫлеме пуҫлани ҫинчен пӗлтернӗ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ республика ҫак ҫӗршывпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлесси пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине, нумай тӗлпулусемпе калаҫусем ирттерме палӑртнӑ.

Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче регион ертӳҫи Радий Хабиров ертсе пыракан Пушкӑртстан делегацийӗ Ислам Республикине Ирана ҫитнӗ. Тегеран аэропортӗнче хӑнасене Иранăн промышленноҫ, рудниксен тата суту-илӳ министрӗн ҫумӗ Мохаммад Мусави кӗтсе илнӗ.

Ӗҫ программинче нумай ӗҫ тӗлпулӑвӗ, ҫав шутра Иранăн экономика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен вице-президенчĕпе Мохсен Резаипе, министрсемпе тата пысӑк компанисен ертӳҫисемпе.

Унсӑр пуҫне делегаци представителӗсем промышленноҫпа культура тата истори объекчӗсене пырса курӗҫ, Пушкӑртстанри инвестици вӑй-хӑватне презентацилӗҫ, ҫавӑн пекех B2B форматра пӗрлешӳллӗ проектсене пурнӑҫламалли малашлӑхлӑ ҫул-йӗрсене сӳтсе явӗҫ.

Делегаци йышӗнче – отрасль министерствисен ертӳҫисем тата экономикӑн тӗрлӗ сферисенчен килнӗ компанисен представителӗсем.

https://mgazeta.com/news/novosti/2023-03-12/radiy-habirov-soobschil-chto-delegatsiya-iz-bashkortostana-nachinaet-rabotu-v-irane-3173

 

Радий Хабиров Пушкӑртстанри делегаци Иранра ӗҫлеме пуҫлани ҫинчен пӗлтернӗ
Радий Хабиров Пушкӑртстанри делегаци Иранра ӗҫлеме пуҫлани ҫинчен пӗлтернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: