Радий Хабиров тата Сейед Реза Фатеми-Амин промышленноҫ кооперацийӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе явнă, компетенцисемпе улӑштарасси тата Пушкӑртстанпа Иран хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫӗнӗ формӑсем кӗртесси ҫинчен калаçнă.
Ҫапла, ют ҫӗршывсемпе республикӑн тулашри экономика ӗҫ-хӗлне йӗркеленӗ тӗслӗхпе, Радий Хабиров яланах ӗҫлекен ĕç ушкӑнне йӗркелеме сӗннӗ. Унта Иранпа Пушкӑртстанри специалистсем кӗрӗҫ.
Иранпа Пушкӑртстан хушшинчи тавар ҫаврӑнӑшӗн калӑпӑшӗ 100 млн долларпа танлашать. Радий Хабиров ҫак кӑтартӑва пысӑклатмалли вӑй-хӑват пуррине ӗненнӗ.
– Пушкӑртстанра пилотсӑр авиаци кластерне организациленӗ. Паллах, ку сферӑра пӗрле ӗҫленине йӗркелес, технологисемпе улшăнассине йĕркелемелле, - тенӗ Радий Хабиров. – Машинӑсем тӑвас енӗпе те пĕрлешÿсем куратпӑр. Республика автобуссем, автобетоновозсем, электробуссем, ҫурма прицепсемпе прицепсем тӑвать. Радий Хабиров Пушкӑртстан Правительствина Ирана официаллӑ майпа пыни тӑрӑх "ҫул карттине" йӗркелеме хушнӑ. Пур сферӑра та пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫленине ҫирӗплетес тӗлӗшпе унӑн енӗсем конкретлӑ утӑмсене палӑртӗҫ.
– Эпӗ ҫак документа икӗ эрне хушшинче хатӗрлеме тӗллев лартрӑм. Вӑл пысӑк пулӗ, мӗншӗн тесен нумай сферӑна тивӗ, – тенӗ Пушкӑртстанӑн Пуҫлӑхӗ тӗлпулу хыҫҫӑн. – Нефтепромысел оборудованийӗ енӗпе пирӗн технологисем, нефть тасатмалли системӑсен агрегачӗсене вырнаҫтарасси Ирана питӗ кӑсӑклӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем фармацевтика, строительство бизнес сферинче, ҫул-йӗр инфратытӑмӗн пысӑк объекчӗсене пурнӑҫлама сӗннӗ.
Радий Хабиров Пушкӑртстанпа Иран хушшинче туризма аталантарма Уфа–Тегеран–Уфа тӳрӗ авиарейсӗ кирлине палӑртнӑ. Росавиаци пӗтӗм тӗнчери "Уфа" аэропорт Пушкӑртстанри столицӑпа Тегеран хушшинче авиаçыхăну организацилеме ирӗк панӑ, авиакомпани-партнер шыраççĕ.