Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
14 Мартӑн 2023, 10:17

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Иран ял хуҫалӑх министрӗпе Джавад Садати-Нежадпа тӗл пулнă

Радий Хабиров та Иранăн пахча ҫимӗҫӗсемпе улма-ҫырли Пушкăртстан рынокӗсенче кирлине палӑртнӑ.

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Иран ял хуҫалӑх министрӗпе Джавад Садати-Нежадпа тӗл пулнă
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Иран ял хуҫалӑх министрӗпе Джавад Садати-Нежадпа тӗл пулнă

Тегеранта агропромышленноҫ сферинче пӗтӗм тӗнчери пӗрлешӳ ҫул-йӗрне сӳтсе явнă.

Пушкӑртстанран Ирана тырӑ тата ӳсентӑран ҫӑвӗ экспортлаҫҫӗ. Ялхуҫалӑх министрӗ ҫавӑн пекех вӑрманпа выльӑх-чӗрлӗх продукцине туянассипе кӑсӑкланнине палӑртнă. Ҫапла, "Халяль"стандартсем тӑрӑх Пушкӑртстанра туса кăларакан 5 пин тонна ӗне какайӗ лартма Иран пӗрремӗш контракт тума хатӗр.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, республика Ирана урпа, кукуруз, фураж тырри лартма хатӗр.

Иран инвесторӗсене агрокультурӑсем ӳстерме тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетме ялхуҫалӑх угодийӗсене арендӑлани кӑсӑклантарнине пӗлтернӗ Джавад Садати -Нежад. Ҫак сӗнӗве хирӗҫ Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ ҫапла хуравланă: инвесторсем ҫак отрасле укҫа-тенкӗ хывма хатӗр пулсан, регион ӳсентӑран ӗрчетмелли продукци валли ҫӗр уйӑрса пама пултарать.

Тӗлпулура сӳтсе явнӑ тепӗр ҫул - Пушкӑртстанран минераллӑ удобренисемпе биологи препарачӗсене: аммиак селитрине, азот, фосфор, кали, кӳкӗрт тытакан кӑткӑс азот удобренисене тӑратасси. Ҫав хушӑрах Ирана наука организацийӗсем биотехологисемпе, вӑрлӑхӑн ҫӗнӗ сорчӗсене туса хатӗрлес тата ял хуҫалӑх выльӑх-чӗрлӗх ӑрачӗсене лайӑхлатас енӗпе опытсем ҫинчен каласа пама хатӗр.

Радий Хабиров та Иранăн пахча ҫимӗҫӗсемпе улма-ҫырли Пушкăртстан рынокӗсенче кирлине палӑртнӑ.

https://mgazeta.com/news/novosti/2023-03-13/glava-bashkirii-vstretilsya-s-ministrom-selskogo-hozyaystva-irana-dzhavadom-sadati-nezhadom-3175755

 

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Иран ял хуҫалӑх министрӗпе Джавад Садати-Нежадпа тӗл пулнă
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Иран ял хуҫалӑх министрӗпе Джавад Садати-Нежадпа тӗл пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: