Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
22 Мартӑн 2023, 09:39

Путин Си Цзиньпин сывлӑхӗшӗн курка ҫӗкленӗ

#владимирпутин

Путин Си Цзиньпин сывлӑхӗшӗн курка ҫӗкленӗ
Путин Си Цзиньпин сывлӑхӗшӗн курка ҫӗкленӗ

#владимирпутин

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пӗрлешӳллӗ каҫхи апатра КНР председателӗн Си Цзиньпинӑн тата Китай делегацийӗн членӗсен сывлӑхӗшӗн, ҫавӑн пекех стратегилле партнерствӑна çирĕплетнĕшĕн, икӗ ҫӗршыва аталантарнӑшӑн тата ырлӑхӗшӗн черкке ҫӗкленӗ.

Раҫҫей лидерӗ Мускавпа Пекин калаҫнӑ хушӑра "чӑрсӑр тӗллеве лайӑх пӗлтерӗшпе" малашлӑха лартнине палӑртнӑ.

"Эпир ҫӗнӗ тапхӑра кӗрекен икӗ енлӗ хутшӑнусене тарӑнлатасси тата 2030 ҫулччен экономика пĕрлешĕвĕсене аталантарасси ҫинчен калакан заявленисене тин ҫеҫ алӑ пусрӑмӑр, пирӗн партнерствӑн горизончӗсене палӑртрӑмӑр, малашлӑхра пысӑк, лайӑх пӗлтерӗшлӗ чӑрсӑр тӗллевсемпе задачӑсем лартрӑмӑр", - тенӗ Путин.

КНР председателӗ те Путин сывлӑхӗшӗн тата Раҫҫейпе Китай халӑхӗсен туслӑхӗшӗн тӗппипех ӗҫме сӗннӗ.

"Стратегилле партнерствӑн Китайпа Раҫҫей хутшӑнӑвӗсене малалла аталантарассишӗн тата ҫӗнӗ тапхӑрта пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлессишӗн, пирӗн халӑхсен аталанӑвӗшӗн, пирӗн халӑхсем хушшинчи туслӑхшӑн, Путин Президентшăн тата ҫакӑнта тӑракансен сывлӑхӗшӗн тост сӗнетӗп! Тӗппипех ӗҫер!"- тенӗ вӑл.

Раҫҫей лидерӗ, Китайпа Раҫҫей халӑхӗсен туслӑхӗ ҫинчен каланӑ май, китайсен Улшӑнусен кӗнекине аса илнӗ.

https://iz.ru/1486607/2023-03-21/putin-podnial-tost-za-zdorove-si-tczinpina

 

Сӑнӳкерчӗкĕ: ТАСС/Владимир Астапкович.

 

 

Путин Си Цзиньпин сывлӑхӗшӗн курка ҫӗкленӗ
Путин Си Цзиньпин сывлӑхӗшӗн курка ҫӗкленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: