Çутă çул
+6 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Политика
30 Мартӑн 2023, 21:18

Радий Хабиров Пушкӑртри социаллӑ политикӑн тӗп кӑтартӑвне палӑртнӑ

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Радий Хабиров Пушкӑртри социаллӑ политикӑн тӗп кӑтартӑвне палӑртнӑ
Радий Хабиров Пушкӑртри социаллӑ политикӑн тӗп кӑтартӑвне палӑртнӑ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Патшалӑх Пухӑвӗн ларӑвӗнче экономикӑри ҫитӗнӳсем социаллӑ сферӑна ҫирӗп аталантарма май параҫҫӗ тесе каланӑ.
"Хам валли эпӗ хамӑрӑн социаллӑ политикӑн пахалӑхне тӗп кӑтарту уйӑрса патӑм. Ку вӑл пурнӑҫӑн кӗтекен тăршшĕ. Ҫынсен туйӑмӗсене, общество кӑмӑл-туйӑмне, пурнӑҫ шайне ҫак кӑтарту пек нимӗн те уҫҫӑн палӑртмасть. Республикăри пурнӑҫӑн кӗтнӗ тăршшĕ рекордлӑ 73 ҫулччен ӳсрӗ. Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче эпир ҫӗршыври 50-мӗш вырӑнтан 23-мӗш, ПФОра 11-мӗшӗнчен виҫҫӗмӗш вырӑна хӑпартӑмӑр. Ҫынсем пирӗнтен пысӑкрах ӗҫ кӗтнине паян эпӗ уҫҫӑнах ӑнланатӑп. Пирĕн хальлӗхе нумай ыйтусенче ҫитменлӗхсем пур-ха. Республикӑри пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерме палӑртакан пур енӗпе те малашне комплекслӑ ӗҫ кирлӗ", - тенӗ Радий Хабиров.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, тӗп ҫул-йӗр - сывлӑх сыхлавӗ.
Республика Пуҫлӑхӗ Пушкӑртстан ҫӗнелнине, пирӗн пысӑк хуласемпе ялсем лайӑхланнине палӑртнă. Нумай площадьсем, парксем, тĕп урамсем туртӑмӑн чӑн-чӑн центрӗсем пулса тӑраҫҫӗ.
"Пӗлтӗр кӑна эпир 138 общество территорине хӑтлӑлатрӑмӑр, хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелеме федераци конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисен сакăр проектне пурнӑҫларӑмӑр. Белорецкпа Зилаирти пирӗн проектсене пӗтӗм тӗнчери тата пӗтӗм Раҫҫейри шайра пысӑк хак пачӗҫ.
2023 ҫул Пĕчĕк тӑван ҫӗршывшӑн усӑллӑ ĕҫсем çулталӑкĕ паллипе иртет. Республикӑра ҫуралса ӳснӗ пин-пин ҫын ҫак пӗлтерӗшлӗ ӗҫе хаваспах хутшӑнасса шанатӑп", - тесе палӑртнӑ Радий Хабиров.
https://www.bashinform.ru/news/politics/2023-03-29/radiy-habirov-oboznachil-glavnyy-pokazatel-sotsialnoy-politiki-bashkirii-3195830

 

Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.

Радий Хабиров Пушкӑртри социаллӑ политикӑн тӗп кӑтартӑвне палӑртнӑ
Радий Хабиров Пушкӑртри социаллӑ политикӑн тӗп кӑтартӑвне палӑртнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: