Çутă çул
+22 °С
Ҫумӑр
Политика
6 Апрелӗн 2023, 09:16

Путин Пӗтӗм тӗнчери çамрӑксен фестивальне 2024 ҫулта ирттерме хушнă

#владимирпутин

Путин Пӗтӗм тӗнчери çамрӑксен фестивальне 2024 ҫулта ирттерме хушнăПутин Пӗтӗм тӗнчери çамрӑксен фестивальне 2024 ҫулта ирттерме хушнă
Путин Пӗтӗм тӗнчери çамрӑксен фестивальне 2024 ҫулта ирттерме хушнă

#владимирпутин

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин правительствӑна 2024 ҫулхи февраль-март уйӑхӗсенче Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен фестивальне ирттерме хушнӑ. Тивӗҫлӗ указ апрелӗн 5-мӗшӗнче право информацийӗн порталӗнче пичетленсе тухнӑ.

Мероприятие пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен пӗрлешӗвне аталантарас тӗллевпе йӗркелеççӗ.

РФ правительствин виҫӗ уйӑх хушшинче федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсемпе пӗрле фестиваль хатӗрлемелли мерӑсене туса хатӗрлемелле тата пурнӑҫа кӗртмелле. Унсӑр пуҫне министрсен кабинетне патшалӑх СМИсене мероприятие хатӗрлес тата ирттерес ӗҫсене ҫутатма, ҫавӑн пекех ирттерме укҫа-тенкӗ ҫӑлкуҫӗсене палӑртма пулӑшма хушнă.

https://iz.ru/1494173/2023-04-05/putin-poruchil-provesti-vsemirnyi-festival-molodezhi-v-2024-godu

 

Сӑнӳкерчӗкĕ: ТАСС/Денис Тырин

Путин Пӗтӗм тӗнчери çамрӑксен фестивальне 2024 ҫулта ирттерме хушнă
Путин Пӗтӗм тӗнчери çамрӑксен фестивальне 2024 ҫулта ирттерме хушнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас