Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
7 Апрелӗн 2023, 20:49

Кремльте Путинпа Пашинян калаҫӑвӗсем ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа панă

#владимирпутин

Кремльте Путинпа Пашинян калаҫӑвӗсем ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа панă
Кремльте Путинпа Пашинян калаҫӑвӗсем ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа панă

#владимирпутин

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Армени премьер-министрӗпе Никола Пашинянпа Ту çинчи Карабах таврашӗнчи лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ. Кун ҫинчен апрелӗн 7-мӗшӗнче Кремль пресс-служби пӗлтернӗ. "Раҫҫей, Арменипе Азербайджанӑн лидерӗсен, 2020-2022 ҫулсенчи тӗп договорӗсене, ҫав шутра армян-азербайджан чиккинче хӑрушсӑрлӑхпа ҫирӗплӗхе тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ пӗлтерӗшлӗ договорсене ҫӗнӗрен ҫирӗплетнӗ", - тесе палӑртнӑ Кремль сайчӗ ҫинче. Ҫавӑн пекех калаҫу  экономикӑпа транспорт ҫыхӑнӑвӗсене юсасси тата Арменипе Азербайджан хушшинчи мирлӗ договор хатӗрлесси ҫинчен, пресс-службӑра хушса хунӑ. Апрелӗн 7-мӗшӗнче Армени правительствин пресс-служби Путинпа Пашинян телефонпа калаҫнӑ хушӑра Ту-сӑрт çинчи Карабахра гуманитари кризисне, Лачинск коридорӗн блокадине пула пуҫланнӑскере, сӳтсе явни ҫинчен пӗлтернӗ.

https://iz.ru/1494958/2023-04-07/v-kremle-raskryli-podrobnosti-peregovorov-putina-i-pashiniana  

Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА/Владимир Смирнов.  

Кремльте Путинпа Пашинян калаҫӑвӗсем ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа панă
Кремльте Путинпа Пашинян калаҫӑвӗсем ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: