Вырӑнти хӑй тытӑмлӑха аталантармалли Президент ҫумӗнчи Канаш ларӑвӗнче Владимир Путин патшалӑхпа халӑх хушшинче тӳрӗ диалог пӗлтерӗшне палӑртнӑ. Патшалăх Пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, вырӑнти администраци ӗҫченӗсем ҫынсене ҫывӑх, вӗсем халӑх влаҫӗн пӗтӗм тытӑмӗн тӗп представителӗсем пулса тӑраҫҫӗ.
Коммуникацин шайне ӳстерес тесе Владимир Путин регионсене муниципалитет шайне тытса пымалли центрсен практикине анлӑн сарма сӗннӗ.
"Опыт ҫакна кӑтартать: цифровизаци ҫакӑн пек каялла ҫыхӑнӑвӑн пахалӑхӗпе ĕçленин шайне ӳстерет. Канаш ларӑвӗнче эпир регионсен управленийӗн центрӗсем тӑвасси ҫинчен калаҫрӑмӑр. Паян ҫавнашкал Центрсем федерацин пур субъекчӗсенче те хастар ӗҫлеҫҫӗ, ҫынсенчен лайӑх чӗнÿсем илеҫҫӗ. Ку опыта муниципалитет шайне те сармалла", - палӑртнă Президент.
Раҫҫей Президенчӗ ҫынсене чи малтан муниципалитет ӗҫченӗсене кирлине, хӑйсен пуҫарӑвӗсемпе ыйтӑвӗсем ҫине тимлӗ пӑхнине палӑртнӑ. Раҫҫейре ЦУРсен методологийӗпе ҫакӑн пек диалога тивӗҫтерес тӗллевпе управленийӗн 530 муниципалитет центрӗ йӗркеленӗ. Вӗсем ҫавӑн пекех интернетран пурӑнакансен пӗлтерӗвӗсене хуласемпе районсен шайӗнче туса хатӗрлеҫҫӗ тата влаҫ органӗсемпе халӑх хушшинчи коммуникацисене аталантарассишӗн яваплӑ.
https://ogni-agideli.ru/news/novosti/2023-04-21/vladimir-putin-prizval-usilit-dialog-s-zhitelyami-na-munitsipalnom-urovne-3229749