Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
10 Майӑн 2023, 11:52

Путинпа Казахстан президенчĕ Токаев партнерствӑн малашнехи аталанӑвне сӳтсе явнă

#владимирпутин

Путинпа Казахстан президенчĕ Токаев партнерствӑн малашнехи аталанӑвне сӳтсе явнă
Путинпа Казахстан президенчĕ Токаев партнерствӑн малашнехи аталанӑвне сӳтсе явнă

#владимирпутин

Раҫҫейпе Казахстан президенчӗсем Владимир Путинпа Касым-Жомарт Токаев Мускавра тӗплӗ калаҫу ирттернӗ, унта партнерствӑна малалла аталантарма кирлине палӑртнӑ. Кун ҫинчен ытларикун, майӑн 9-мӗшӗнче, Казахстан лидерĕн пресс-секретарӗ Руслан Желдибай пӗлтернӗ.

"Раҫҫей Федерацине ĕçпе пынă май патшалӑх пуҫлӑхӗ Касым-Жомарт Токаев Раҫҫей Президенчӗпе Владимир Путинпа тӗплӗ калаҫу ирттернӗ", - тенӗ журналистсене пресс-секретарь.

Вӑл икӗ ҫӗршыври лидерсен калаҫӑвӗнче икӗ енлӗ пӗрлӗхӗн активлӑ ыйтӑвӗсене сӳтсе явни ҫинчен пӗлтернӗ.

Ҫавӑнпа пӗрлех пресс-секретарь тӗлпулу вӑхӑтӗнче суту-илӳпе экономика тата культурӑпа гуманитари ҫыхӑнӑвӗсен анлӑ спекторӗ тӑрӑх, пӗр-пӗрне хисепленипе тата икӗ ҫӗршыври халӑхсен интересӗсене тӗпе хурса, партнерствӑна малалла аталантарма кирлине палӑртнӑ.

https://iz.ru/1510318/2023-05-09/putin-i-prezident-kazakhstana-tokaev-obsudili-dalneishee-razvitie-partnerstva

Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА/Владимир Смирнов.

Путинпа Казахстан президенчĕ Токаев партнерствӑн малашнехи аталанӑвне сӳтсе явнă
Путинпа Казахстан президенчĕ Токаев партнерствӑн малашнехи аталанӑвне сӳтсе явнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: