Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
31 Майӑн 2023, 13:53

Путин Мускавпа Мускав таврашӗнчи беспилотниксен атаки пирки комментари панă

#владимирпутин

Путин Мускавпа Мускав таврашӗнчи беспилотниксен атаки пирки комментари панă
Путин Мускавпа Мускав таврашӗнчи беспилотниксен атаки пирки комментари панă

 

#владимирпутин

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ытларикун, майӑн 30-мӗшӗнче, Мускавпа Мускав таврашĕнчи беспилотниксен атаки пирки комментари панă. Пулса иртни ҫинчен вӑл Киев режимĕн террористла ӗҫӗ тесе каланӑ.

"Мана Раççее ответлӑ реакци тутарма хӑтланни пӑшӑрхантарать. Ахӑртнех, пире тӗкӗр пек ӗҫсем тума ямалла. Кунпа мӗн тумаллине курӑпӑр", - тенӗ патшалăх Пуҫлӑхӗ, Ходынкӑри "Зотов" центрӗнче майӑн 30-мӗшӗнче креативлӑ сферӑн представителӗсемпе тӗл пулнă май.

Путин РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсем Украинăн ҫар инфратытӑмӗн объекчӗсене пыра-пыра ҫапнине палăртнӑ. Вӗсем ҫумне вӑл Украинӑри ҫар разведкин штабне пенине, ӗнер ҫав штаба пырса ҫапнӑ. Паянхи атака, Президент шутланӑ тӑрӑх, ответлӑ реакци пулнӑ.

"Украина режимӗ Раҫҫей гражданӗсене хӑратма тата пурӑнмалли ҫуртсене аркатма урӑх ҫул суйласа илнӗ. Ку террористла ӗҫ пулни уҫҫӑнах паллӑ", - тенӗ Президент.

Ҫакӑнпа пӗрлех дрон атаки вӑхӑтӗнче тытмалли система штатлӑ та начар мар ӗҫленӗ, анчах ӗҫлемелли пур-ха.

https://iz.ru/1520865/2023-05-30/putin-prokommentiroval-ataku-bespilotnikov-v-moskve-i-podmoskove

 

Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА/Михаил Климентьев.

 

 

Путин Мускавпа Мускав таврашӗнчи беспилотниксен атаки пирки комментари панă
Путин Мускавпа Мускав таврашӗнчи беспилотниксен атаки пирки комментари панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: