Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Политика
8 Июнӗн 2023, 10:45

Путинпа ЮАР президенчĕ Украинӑри лару-тăрăва сӳтсе явнă

#владимирпутин

Путинпа ЮАР президенчĕ Украинӑри лару-тăрăва сӳтсе явнăПутинпа ЮАР президенчĕ Украинӑри лару-тăрăва сӳтсе явнă
Путинпа ЮАР президенчĕ Украинӑри лару-тăрăва сӳтсе явнă

#владимирпутин
Раҫҫей лидерӗ Владимир Путин тата ЮАР президенчӗ Сирил Рамафоса Украинӑри хирӗҫӗве йӗркелес енӗпе телефон калаҫӑвӗсем пынӑ май Африка пуҫарӑвне сӳтсе явнӑ. Кун ҫинчен юнкун, июнӗн 7-мӗшӗнче, Кремль пресс-службинче пӗлтернӗ.
"Африкӑри паллӑ пуҫарупа Украина хирӗҫӗвне йӗркелес ҫул шырас енӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ. Владимир Путин ҫывăх вӑхӑтра Африкӑри хӑш-пӗр патшалӑхсен делегацине йышӑнасси ҫинчен калаҫса татӑлнӑ", - тенӗ Telegram-каналта.
Унсӑр пуҫне лидерсем телефонпа калаҫнӑ вӑхӑтра икӗ енлӗ стратегилле партнерствӑна малалла аталантармалли темӑна хускатнӑ.
Ҫавӑн пекех июль вӗҫӗнче Санкт-Петербургра Раҫҫей-Африка тата августра Йоханнесбургра пулмалли БРИКС саммитсене хатӗрленессине сӳтсе явнӑ. Икӗ ҫӗршыв пӗтӗм тӗнчери площадкӑсенче ӗҫе координацилес тӗлӗшпе енсен кӑмӑл-туйӑмне палӑртнă.
https://iz.ru/1524973/2023-06-07/putin-i-prezident-iuar-obsudili-afrikanskuiu-initciativu-po-konfliktu-na-ukraine


Сăнÿкерчĕкĕ: Global Look Press

 

 

Путинпа ЮАР президенчĕ Украинӑри лару-тăрăва сӳтсе явнă
Путинпа ЮАР президенчĕ Украинӑри лару-тăрăва сӳтсе явнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас