

#владимирпутин
РФ ВС команда составĕ ҫапӑҫури ӗҫсенче тӗрӗсленӗ ҫынсенчен пухӑнмалла. Кун пирки Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин июнӗн 12-мӗшӗнче РФ Вишневский ячӗллӗ Оборона министерствин госпиталĕнче сипленекен СВОна хутшăннă ҫынсемпе тӗл пулнӑ чухне пӗлтернӗ.
Ҫавна май патшалӑх Пуҫлӑхӗ спецоперацие хутшӑнакансене çар енӗпе малалла вӗренесси ҫинчен шухӑшлама сӗннӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, ун пек ҫынсем — ҫапӑҫура тӗрӗсленӗ ҫынсем — ҫӗршыва, Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйсене кирлӗ.
"Кам та пулин хӑйӗн шӑпине Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйсемпе ҫыхӑнтарать пулсан, тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ, Сирӗн пек ҫынсенчен пулас Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйсен команда составне йĕркелемелле", — тенӗ Путин.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ТАСС/Владимир Астапкович.