Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Политика
16 Июнӗн 2023, 10:43

Путин ПМЭФра ОАЭ президенчĕпе тӗл пулать

#владимирпутин

Путин ПМЭФра ОАЭ президенчĕпе тӗл пулатьПутин ПМЭФра ОАЭ президенчĕпе тӗл пулать
Путин ПМЭФра ОАЭ президенчĕпе тӗл пулать

#владимирпутин

Петербургри пĕтĕм тĕнчери экономика форумӗнче (ПМЭФ) июнĕн 16-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путинпа Арабсен Пӗрлешӳллӗ Эмирачӗсен (ОАЭ)  президенчӗпе Мухаммед Бен Заид Аль Нахайянпа калаҫу пулать, пӗлтернӗ Кремльте. Пресс-служба пӗлтернӗ тӑрӑх, ОАЭ форумра тӗп хӑна пулса хутшӑнать.

Патшалăх Пуҫлӑхӗн помощникӗ Юрий Ушаков ОАЭ лидерĕ ПМЭФ пулнине ҫирӗплетнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫак тӗлпулу Петербургри экономика форумӗн пленум ларӑвӗ умӗн иртет. Кремль представителӗ ҫавӑн пекех ОАЭ делегацийӗнче темиҫе министр тата бизнес представителӗсем пуласси ҫинчен хушса хунă. Ушаков çав вӑхӑтрах Путин "ҫителӗклӗ час-часах" Мухаммед Бен Заид Аль Нахайянпа тӗл пулни ҫинчен, лидерсен шанӑҫлӑ, конструктивлӑ ҫыхӑнусем йӗркеленни ҫинчен пӗлтернӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: ТАСС/ Павел Бедняков.

https://iz.ru/1529471/2023-06-16/putin-na-pmef-vstretitsia-s-prezidentom-oae

 

Путин ПМЭФра ОАЭ президенчĕпе тӗл пулать
Путин ПМЭФра ОАЭ президенчĕпе тӗл пулать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас