

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ытларикун, июнӗн 27-мӗшӗнче, хӗҫпӑшаллӑ пӑлхава пула вилнӗ ҫар ҫыннисен ҫемйисене пулӑшма пурне те тӑватпӑр, тесе пӗлтернӗ.
Патшалăх Пуҫлӑхӗ РФ Хӗҫпӑшаллӑ ҫар вӑйӗсем мирлӗ ҫынсем хушшинче ҫухатусем ан пулччӑр тесе кӑткӑс условисенче ӗҫленине палӑртнӑ, мӗншӗн тесен хӗрӳ трасса ҫинче ӗҫлеме тивнӗ. Путин каланӑ тӑрӑх, çар ҫухатăвĕсем пушшех те хурлантараççĕ.
"Пирӗн юлташсем Тӑван çӗршыва хӳтӗлесе пуçне хунă. Ҫакна эпӗ пӗр пафоссӑр, пӗр ӳстермесӗр калатӑп. Тата тепӗр хут ҫакна палӑртасшӑн: ҫӗршывра йӗркесӗрлӗх пулатех, тӑшман, паллах, ҫакӑнпа усӑ курнӑ пулӗччӗ. <…> Пирӗн вилнӗ юлташсен ҫемйисене пулӑшас тесе мӗн кирлине пурне те тумалла", — тенӗ вӑл.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА/Михаил Терещенко.