

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Индин премьер-министрӗпе Нарендра Модипе телефонпа калаҫнă. Кун ҫинчен эрнекун, июнӗн 30-мӗшӗнче, Кремль пресс-служби пӗлтернӗ.
Калаҫу Инди енчен пуҫарнипе пулнине палӑртаҫҫӗ.
"Июнӗн 24-мӗшӗнчи пулӑмсемпе ҫыхӑннӑ май Моди Раҫҫей руководствин саккунлӑхпа йӗркене хӳтӗлес, ҫӗршыври ҫирӗплӗхе тата унӑн гражданӗсен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе татӑклӑ ӗҫсене ӑнланнине тата пулӑшнине палӑртнă", — тенӗ Telegram-каналта.
Путинпа Моди тата икӗ енлӗ пӗрлӗхӗн активлӑ ыйтӑвӗсене сӳтсе явнă. Калаҫура тӗрлӗ сферӑра пӗрлехи пысӑк проектсене малалла пурнӑҫласси пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ.
"Лидерсем Раҫҫейпе Инди хушшинчи уйрӑм стратегилле партнерствӑна ҫирӗплетме пӗр-пӗрне кӑмӑлланине ҫирӗплетрӗҫ тата малашнехи контактсем ҫинчен калаҫса татӑлчӗҫ", - хушса хунă Кремльте.
https://iz.ru/1537416/2023-06-30/putin-provel-telefonnyi-razgovor-s-premerom-indii-modi
Сăнÿкерчĕкĕ: ТАСС/ Михаил Климентьев.