

#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин кӗҫнерникун, июлӗн 6-мӗшӗнче, Ставрополь крайӗн губернаторĕпе Владимир Владимировпа калаҫу ирттернӗ.
Тӗлпулу вӑхӑтӗнче Раҫҫей лидерӗ регион пуҫлӑхне васкавлӑ пулӑшу врачӗсен шутне тимлӗрех пӑхма хушнӑ, мӗншӗн тесен вӑл ҫӗршыври вӑтам пӗлтерӗшӗнчен сахалрах.
"Конкретлӑ япаласем пур, вӗсем ҫине пӑхмалла. Врачсен шучӗ сирĕн патра - ҫӗршыври вӑтам кăтартуран сахалтарах. Ку ыйтăва сирӗн тимлӗхӗр кирлĕ", — тесе ҫыраҫҫӗ Путин сăмахĕсене Кремль стенограмминче.
Унсӑр пуҫне патшалӑх пуҫлӑхӗ Ставрополь крайӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика кӑтартӑвӗсене, инвестици проекчӗсене пурнӑҫланине, ял хуҫалӑхӗпе сывлӑх сыхлавне, ҫавӑн пекех спецоперацие хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшмалли мерӑсене Владимировпа сӳтсе явнă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА/Александр Казаков.
https://iz.ru/1540239/2023-07-06/putin-provodit-peregovory-s-gubernatorom-stavropolskogo-kraia