Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Политика
18 Июлӗн 2023, 04:29

Путин Крым кӗперӗ ҫинчи теракт хыҫҫӑн Раҫҫей хуравне пӗлтернӗ

#владимирпутин

Путин Крым кӗперӗ ҫинчи теракт хыҫҫӑн Раҫҫей хуравне пӗлтернӗПутин Крым кӗперӗ ҫинчи теракт хыҫҫӑн Раҫҫей хуравне пӗлтернӗ
Путин Крым кӗперӗ ҫинчи теракт хыҫҫӑн Раҫҫей хуравне пӗлтернӗ

#владимирпутин

Июлӗн 17-мӗшӗнче Крым кӗперӗ ҫинче пулса иртнӗ ӗҫ — Киев режимĕн черетлӗ терракчӗ. Раҫҫей енчен хурав пулать, халӗ Оборона министерствинче тивӗҫлӗ сӗнӳсем хатӗрлеҫҫӗ. Кун пирки тунтикун РФ Президенчӗ Владимир Путин пӗлтернӗ.

Патшалӑх Пуҫлӑхӗ теракта усӑсӑр преступлени тенĕ, мӗншӗн тесен кӗперпе нумайранпа вӑрҫӑ валли япаласем турттарма усӑ курмаççĕ.

"Ку Киев режимĕн черетлӗ терракчӗ. Ку киревсӗр преступлени, ҫар енчен илсен, ниме те пӗлтермест, мӗншӗн тесен Крым кӗперӗпе вӑрҫӑ валли нумайранпа усӑ курмаççĕ, хаярри — асап тӳснӗ пирки, ним айӑпсӑр граждан ҫыннисем вилнӗ", — тенӗ вӑл.

Путин каланӑ тӑрӑх, Раҫҫей енчен хурав пулатех.

"Оборона министерстви тивӗҫлӗ сӗнӳ хатӗрлет", — вӗҫленӗ Раҫҫей лидерӗ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Новости РИА/Константин Михальчевский.

https://iz.ru/1545558/2023-07-17/putin-zaiavil-ob-otvete-rossii-posle-terakta-na-krymskom-mostu

 

 

 

 

 

 

 

 

Путин Крым кӗперӗ ҫинчи теракт хыҫҫӑн Раҫҫей хуравне пӗлтернӗ
Путин Крым кӗперӗ ҫинчи теракт хыҫҫӑн Раҫҫей хуравне пӗлтернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас