Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
27 Июлӗн 2023, 11:25

Раҫҫей правительствин вице-премьерӗ хуласене пилотсăр аппаратсен атакисенчен хӳтӗлемелли пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ

Дмитрий Чернышенко хӑйӗн заявленине Пӗтӗм Тӗнчери IV "Ӑслӑ хула — Ӑслӑ ҫӗршыв" форума хутшӑнакансене саламлӑ чӗнсе каланӑ чухне каланă.

"Ӑслӑ хула концепцине шута илсе, специалистсем хула хутлӑхӗ хӑтлӑ, экологи, энерги тухӑҫлӑ тата хӑрушсӑртарах пултӑр тесе майсем шыраҫҫӗ. Анчах медалӗн тепӗр енӗ те пур. Ҫав вӑхӑтрах хулари инфратытӑмӑн тӗрлӗ элеменчӗсене стройран кӑларма пултаракан ҫӗнӗ хӑрушлӑхсемпе вӑйсӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Хуласем ӑслӑ кӑна мар, хӑрушсӑр та пулмалла, пурнӑҫри кирлӗ инфратытӑм объекчӗсене киберпространствӑра та, тӗслӗхрен, вӗҫев аппарачӗсенчен те хӳтӗлемелле", - тенӗ ҫырура. "Ку хутӗнче эпир отрасль ыйтӑвӗсемпе малашлӑхлӑ решенисем тупма пултарасса шанатӑп".

Чернышенко каланӑ тӑрӑх, форум хӑйӗн опычӗпе улӑштарас, цифра практикисемпе технологийӗсене ӗҫе кӗртес енӗпе тухӑҫлӑ та авторитетлӑ площадка пулса тӑнӑ.

Форум июлӗн 28-мӗшӗччен Уфара тӑсӑлать.
https://svetput.ru/news/common_material/2023-07-26/vitse-premier-pravitelstva-rossii-otmetil-vazhnost-zaschity-gorodov-ot-atak-bespilotnikov-3357643

Раҫҫей правительствин вице-премьерӗ хуласене пилотсăр аппаратсен атакисенчен хӳтӗлемелли пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ
Раҫҫей правительствин вице-премьерӗ хуласене пилотсăр аппаратсен атакисенчен хӳтӗлемелли пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: