

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хӑй Африкӑпа пуласлӑха оптимизмпа пӑхни ҫинчен пӗлтернӗ. Кун ҫинчен вӑл июлӗн 27-мӗшӗнче Раҫҫей-Африка саммитăн хисеплӗ хӑнисем валли чаплӑ апатра каласа панӑ.
"Малашлӑха оптимизмпа пӑхатпӑр, мӗншӗн тесен Раҫҫейпе Африка ҫыхӑнӑвӗсем туслӑхпа пӗр-пӗрне пулӑшнин ҫирӗп тӗревӗсем ҫине таянаҫҫӗ", — тенӗ патшалӑх Пуҫлӑхӗ.
Вӑл Раҫҫей кулленхи кризиссене йӗркелес тата Африкӑри йывӑрлӑхсен ҫӗнӗ вучахӗсене кӑларас, терроризмпа, экстремизмпа, пандемисемпе тата выҫлӑхпа кӗрешес, экологи, апат-ҫимӗҫ тата информаци хӑрушсӑрлӑхӗн ыйтӑвӗсене татса парас ӗҫе малалла та пысӑк тӳпе хывнине палӑртнă.
"Эпир чӑнах та пӗрле, Африкӑри туссемпе алла-аллӑн тытӑнса малашлӑхра ӗҫлеме, чӑн-чӑн стратегилле ҫыхӑнса ӗҫлессине тата партнерлӑха йӗркелеме хатӗр", - шантарнă Путин.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Известия/Павел Волков.
https://iz.ru/1550619/2023-07-27/putin-vyrazil-optimizm-po-povodu-budushchego-otnoshenii-rf-s-afrikoi