

#владимирпутин
Раҫҫей Çарпа тинӗс флочӗ (ВМФ) Тӑван çӗршыв чиккисене аркатман хуралҫӑ пулнӑ тата пулса юлать. Кун пирки июлӗн 30-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин ВМФ кунӗ ячӗпе парадра пӗлтернӗ.
"Ӗмӗр-ӗмӗрех пирӗн флот Тӑван çӗршыв чиккисен арканми хуралӗ, унӑн мухтавӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа та ӑна чысласа пӗтӗм Раççей, пӗтӗм халӑх уявлать", — тенӗ вӑл.
Путин Петĕр вӑхӑчĕренпе флот ҫӗршывшӑн чунтан тӑрӑшса ӗҫленине, унӑн летопиҫӗнче тинӗс баталийӗсенче ҫӗнтерӳсемпе наука открытийӗсем ҫырса хунине палӑртнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ИЗВЕСТИЯ/Сергей Коньков.