Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
15 Августӑн 2023, 11:41

"Донбас пирӗншӗн тӑван регион" - Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Донецк халӑх республикин пуҫлӑхӗн тивĕçĕсене пурнăçлакан Денис Пушилинпа тӗл пулнӑ.

"Донбас пирӗншӗн тӑван регион" - Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ
"Донбас пирӗншӗн тӑван регион" - Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ

Паян Мускав облаҫӗнчи "Патриот" Конгреспа выставка центрӗн площадкинче иртекен "Армия России" пӗтӗм тӗнчери ҫарпа техника форумӗн тӑххӑрмӗш уй-хирӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Донецк халӑх республикин пуҫлӑхӗн тивĕçĕсене пурнăçлакан Денис Пушилинпа тӗл пулнӑ. Вӗсем икӗ регион пӗрлешĕвĕн малашлӑхне сӳтсе явнă.

"Эпир ДНРа пулӑшнă, пулӑшатпӑр, малашне те пулӑшăпӑр. Халӗ пирӗн тӗп пулӑшу - юсав. Перӗнӳ линийӗнчи лару-тӑру лайӑхрах пулсанах эпир ДНРа тата пирӗн бизнес-миссие ярăпăр.
Ытти енӗпе те ӗҫ пырать. Кӑҫал кӑна пирӗн патра Донецкри 500 ача тата Луганск Халӑх Республикинчи 1500 ача канаççĕ. Пирӗн культурӑллӑ ӗҫ те пырать. Пирĕн культурӑпа спорт делегацийӗсем ылмашăнчĕç. Эпир Денис Владимировичпа тахҫанах пӗр-пӗрне пӗлетпӗр. Донбас пирӗншӗн тӑван регион", - тенӗ Радий Хабиров.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.
https://www.bashinform.ru/news/social/2023-08-14/donbass-dlya-nas-rodnoy-region-glava-bashkirii-3388151

 

"Донбас пирӗншӗн тӑван регион" - Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ
"Донбас пирӗншӗн тӑван регион" - Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: