Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
15 Августӑн 2023, 10:50

Путин Раҫҫейпе Пакистан пӗрлӗхӗн ӳсӗмне палӑртнă

#владимирпутин

Путин Раҫҫейпе Пакистан пӗрлӗхӗн ӳсӗмне палӑртнă
Путин Раҫҫейпе Пакистан пӗрлӗхӗн ӳсӗмне палӑртнă

#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫейпе Пакистан тӗрлӗ сферӑра икӗ енлӗ политика диалогне тата тухӑҫлӑ пӗрлӗхӗн кал-кал аталанӑвне палӑртнă. Кун ҫинчен вӑл тунтикун, августӑн 14-мӗшӗнче, Пакистан лидерне Ариф Алвине Никама пӑхӑнманлӑх кунӗ ячӗпе саламланӑ телеграммӑра пӗлтернӗ.
Ҫырура Мускавпа Исламабад хутшӑнӑвӗсен туслӑ характерне тата тӗрлӗ сферӑра тухӑҫлӑ ӗҫленине палӑртнă.
"Мускавпа Исламабад терроризма хирĕç тата афган ҫул-йӗрӗсенче, ҫавӑн пекех пӗтӗм тӗнчери кун йӗркин ытти активлӑ ыйтӑвӗсене татса парас тӗлӗшпе хастар хутшӑнса ӗҫлеҫҫӗ", - тенӗ телеграммӑра.
Юлашкинчен Путин Алвие ҫирӗп сывлӑх тата ҫитӗнӳсем суннӑ, Пакистанра пурӑнакансене вара — тӑнӑҫлӑхпа аталану .
Сӑнӳкерчӗкĕ: ТАСС/Александр Казаков.

https://iz.ru/1558553/2023-08-14/putin-otmetil-narashchivanie-sotrudnichestva-rossii-i-pakistana

 

Путин Раҫҫейпе Пакистан пӗрлӗхӗн ӳсӗмне палӑртнă
Путин Раҫҫейпе Пакистан пӗрлӗхӗн ӳсӗмне палӑртнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: