Çутă çул
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
25 Августӑн 2023, 14:36

Путин Африкӑри ҫӗршывсене тырӑпа Раҫҫей пулӑшни ҫинчен каласа панă

#владимирпутин

Путин Африкӑри ҫӗршывсене тырӑпа Раҫҫей пулӑшни ҫинчен каласа панă
Путин Африкӑри ҫӗршывсене тырӑпа Раҫҫей пулӑшни ҫинчен каласа панă

#владимирпутин
Раҫҫей шанчӑклӑ поставщик шутланать, ытти ҫӗршывсенчен килекен чӑрмавсене пӑхмасӑр, Африка патшалӑхӗсене тырӑ парса пулӑшать. Кун пирки РФ Президенчӗ Владимир Путин кӗҫнерникун, августӑн 24-мӗшӗнче, БРИКС саммичĕ шайӗнче тӗл пулнӑ май каланă.
"Пирӗн Африкӑри туссем Раҫҫей ялхуҫалӑх таварӗсен шанчӑклӑ поставщикӗ пуласса шанма пултараҫҫӗ, чи кирлӗ патшалӑхсене малалла та пулӑшса пырăпăр", - тенӗ вӑл.

Патшалӑх Пуҫлӑхӗ палӑртнӑ тӑрӑх, ку ӗҫ хальхи вӑхӑтра Раҫҫей тӗлӗшпе ытти ҫӗршывсем туса хуракан чӑрмавсене пăхмасăр пырать, Раҫҫей экспорчӗ тӗлӗшпе саккунсӑр санкцисем йӗркеленӗ, транспорт логистикине чӑнласах кӑткӑслатаҫҫӗ, страхлав тата тӳлевсем ирттерессине те йывăрлатаҫҫӗ.

Сăнÿкерчĕкĕ: ТАСС/Сергей Мальгавко.

https://iz.ru/1563758/2023-08-24/putin-rasskazal-o-pomoshchi-rossii-stranam-afriki-s-zernom

 

 

Путин Африкӑри ҫӗршывсене тырӑпа Раҫҫей пулӑшни ҫинчен каласа панă
Путин Африкӑри ҫӗршывсене тырӑпа Раҫҫей пулӑшни ҫинчен каласа панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: