#владимирпутин
Ҫар задачисене пурнӑҫлас ӗҫе хутшӑнакан доброволецсен Раҫҫей патшалӑх ялавӗ умӗнче присяга йышӑнмалла. Кун пирки августӑн 25-мӗшӗнче РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн право акчӗсен официаллӑ порталӗнче пичетленсе тухнӑ "Уйрӑм категорисене присяга пама" указра каланӑ.
Документпа килӗшӳллӗн, сӑмах доброволецсен формированисене хутшӑнакансем тата ытти ҫынсем ҫинчен пырать, вӗсем РФ Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсене вӗсен задачисене пурнӑҫлама тата Донбаса хӳтӗлес енӗпе ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнма пулӑшаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех правилӑсем Запорожье облаҫӗнчи "Охрана" ятарлӑ центр работникӗсене тата ытти патшалӑх предприятийӗсене, регионсенче ҫар лару-тӑрӑвӗ вӑхӑтӗнче йӗркеленнӗскерсене, сарӑлаҫҫӗ.
Унсӑр пуҫне территори оборонине хутшӑнакан граждансем валли те присяга йышӑнмалли йӗркене палӑртнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА/Михаил Климентьев.