Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Политика
30 Августӑн 2023, 12:03

Путин Инди премьерӗпе телефонпа калаҫнă

#владимирпутин

Путин Инди премьерӗпе телефонпа калаҫнă
Путин Инди премьерӗпе телефонпа калаҫнă

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Инди премьер-министрӗпе Нарендра Модипе телефонпа калаҫнӑ, пӗлтерет Кремль пресс-служби.

"РФ Президенчӗ Владимир Путин Инди халӑх республикин премьер-министрӗпе Нарендра Модипе телефонпа калаҫнӑ. Владимир Путин "Чандраян-3" Инди космос станцийӗ кӑнтӑр полюсӗ таврашӗнчи уйӑх ҫине ӑнӑҫлă анса ларнӑшӑн Нарендра Модине тепӗр хут ӑшшӑн саламланă. Космос сферинче икӗ енлӗ ӗҫлени малалла та аталанма хатӗррине ҫирӗплетнӗ", - тенӗ пӗлтерӳре.

Унсӑр пуҫне ҫӗршывсен лидерӗсем энергетика сферинче анлӑ проектсем пурнӑҫлама тата логистика инфратытӑмне анлӑлатас енӗпе ӗҫлессине палӑртнă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/72132/photos/72466

https://ria.ru/20230828/modi-1892713478.html

 

 

Путин Инди премьерӗпе телефонпа калаҫнă
Путин Инди премьерӗпе телефонпа калаҫнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: