#владимирпутин
Мордовире тĕрмере пулнӑ ҫынсене ӗҫе вырнаҫтарасси 3 процентран пуҫласа 42% таран ӳснӗ. Çакă Владимир Путин республика пуҫлӑхӗпе Артем Здуновпа тӗл пулнă чухне паллӑ пулнă. Президент ку ытти регионсемпе танлаштарсан, чи пысӑк кӑтарту пулнине палӑртнă. Тӗлпулура тата республикӑри финанспа демографи ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ.
Ирӗкрен хăтарнă вырӑнсенчен кӑларнӑ хыҫҫӑн ҫынсене ӗҫе вырнаҫтармалли кӑтарту республикӑра ытти регионсемпе танлаштарсан чи пысӑкки, - тенӗ Владимир Путин. Республика пуҫлӑхӗ ӑнлантарса панă: тӑхӑр уйӑх хушшинче ӗҫ параканӗ хӑй валли специалистсене палӑртать, экзамен партарать, унтан ӗҫ сӗнет. Ҫакӑн пек пулӑшу хӗрарӑмсемшӗн те кирлӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: РФ Президенчĕн официаллӑ сайчӗ.
https://iz.ru/1570432/alena-nefedova/putin-otcenil-opyt-mordovii-v-trudoustroistve-byvshikh-zakliuchennykh