#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин Амур облаҫӗнчи "Восточный" космодрома ҫитнӗ. Кун ҫинчен юнкун, сентябрӗн 13-мӗшӗнче, "Известия" корреспонденчӗ Роман Ишмухаметов каласа панă.
Патшалăх пуҫлӑхӗ Хĕвелтухӑҫри экономика форумӗн (ВЭФ) пленум сессийӗнче пулса курнӑ, анчах тӗпӗ-йӗрӗпе каласа паман.
"Унта манӑн тивӗҫлӗ программа пур, эпӗ унта пырсан пӗлӗр", - тенӗ вӑл.
Иртнӗ кун Путин РФ космос сферинчи компетенцисене пысӑка хурса хакланӑ. Президент "Роскосмос" уйрӑм инвесторсене явӑҫтарма йышӑннине, ку ыйтура правительство пулӑшасса шаннине асӑннă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА/Михаил Климентьев.
https://iz.ru/1573318/2023-09-13/vladimir-putin-pribyl-na-kosmodrom-vostochnyi