#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин тата КНДР пуҫлӑхӗ Ким Чен Ын калаҫнӑ хушӑра икӗ енлӗ хутшӑнусене сӳтсе явнă, çакăн çинчен Раҫҫей лидерӗ каласа панă.
"Пуҫламӑшӗ лайӑх. Питӗ тухӑҫлӑ. Регионти лару-тӑру пирки, икӗ енлӗ хутшӑнусем пирки уҫҫӑнах калаçрăмăр", - тенӗ "Россия-1" телеканал эфирӗнче патшалӑх пуҫлӑхӗ.
Путин хакланӑ тӑрӑх, Раҫҫейпе КНДР хушшинчи хутшӑнусем пандеми вăхăтĕнче Çурҫӗр Корея тулаш тӗнчерен хупӑнсан начарланнă.
"Анчах пирӗн интереслӗ проектсем питӗ нумай", - хушса хунă Президент.
РФ Президенчӗпе КНДР лидерӗн калаçăвӗ тӑватӑ сехет ытла тӑсӑлнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Известия/Павел Волков.
https://iz.ru/1573476/2023-09-13/putin-raskryl-detali-peregovorov-s-kim-chen-ynom