Çутă çул
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
18 Сентябрӗн 2023, 10:34

Спецоперацие хутшӑнма хӑйсен ирӗкӗпе 300 пин ҫын контракт тунă

#владимирпутин

Спецоперацие хутшӑнма хӑйсен ирӗкӗпе 300 пин ҫын контракт тунă
Спецоперацие хутшӑнма хӑйсен ирӗкӗпе 300 пин ҫын контракт тунă

#владимирпутин
Путин: 300 пин ҫын ӗнтӗ хӑйсен ирӗкӗпе СВОна хутшӑнма ҫырӑннӑ.
Донбаса хӳтӗлес енӗпе РФ спецоперацине хутшӑнма 300 пин ҫын контракт тунă ӗнтӗ. Кун пирки Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин сентябрӗн 15-мӗшӗнче Сочире Беларуç ӗҫтешӗпе Александр Лукашкенкопа калаҫнӑ май пӗлтернӗ.

"Паян ирхине пӗлтерчӗҫ: 300 пин контракт ҫине, ман шутпа, Раҫҫей интересӗсене хӳтӗлесе Тӑван ҫӗршыв интересӗсемшӗн хӑйсен пурнӑҫне пама хатӗр ҫынсем алӑ пуснӑ", - тенӗ Раҫҫей лидерӗ журналистсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравланӑ май.
Службӑна кайма контракт тунӑ доброволецсем пысӑк шалу илни ҫинчен аса илтернӗ вӑл, анчах ҫын вилнипе е йывӑр аманнипе хӑрушлăх пуррине нимӗнле укҫа та чакарма пултарайманни ҫинчен асӑрхаттарнă.
"Чи малтан ҫак контрактсене тӑвакан арҫынсем чи çÿллĕ патриотла шухӑшсемпе усӑ кураҫҫӗ. Ҫакӑ та хӑйне хӑй хисепе тивĕçлĕ", - пĕтĕмлетнĕ Раҫҫей лидерӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: ТАСС/Станислав Красильников.
https://iz.ru/1574532/2023-09-15/dlia-uchastiia-v-spetcoperatcii-dobrovoltcami-zapisalis-300-tys-chelovek

 

 

Спецоперацие хутшӑнма хӑйсен ирӗкӗпе 300 пин ҫын контракт тунă
Спецоперацие хутшӑнма хӑйсен ирӗкӗпе 300 пин ҫын контракт тунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: