Радий Хабиров Халӑх фрончӗн, Общество палатин активӗпе тата СПЧ членӗсемпе тӗл пулнӑ чухне ҫӗршывран тухса кайнӑ, хӑйсен сӑмахӗсемпе тата ӗҫӗсемпе Раççее сивлекенсене сутӑнчӑксем тесе ят панӑ.
"Тухса каякансем тӗрлисем пур: тахӑшӗ хӑраса ӳкнӗ те çавăнпа тухса тарнă, анчах каярахпа таврӑннă. Эпӗ вӗсене хисеплеместӗп. Анчах каякансем те пур, вӗсем пире тата ҫӗршыва активлӑ сивлеҫҫӗ: тӗрлӗ каналсем тӑваҫҫӗ тата ытти те. Санӑн ҫӗршыву ҫапӑҫнӑ чухне ӑна хӗнесси - сутӑнчӑклӑх. Вӗсем уголовнӑй преступлени тӑвакан ҫынсем, вӗсем сутӑнчӑксем. Вӗсен каялла таврăнма ҫул ҫук. Пире вӗсемсӗр кунта аван, анчах вĕсен шăпи малалла мӗнле пуласси паллӑ мар – сутӑнчӑксен яланах ӑмсанмалла мар шӑпа пулнӑ", - тенӗ Радий Хабиров.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.
https://www.bashinform.ru/news/politics/2023-09-19/glava-bashkirii-vyskazal-svoe-otnoshenie-k-uehavshim-iz-strany-3445618