#владимирпутин
Раҫҫей Патшалӑх строительствин тата социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн тӗллевӗсене хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерессипе тата татса парассипе Кӑнтӑр Осетие пулӑшса пырӗ. Кун пирки юнкун, сентябрӗн 20-мӗшӗнче, РФ Президенчӗ Владимир Путин Кӑнтӑр Осетин президентне Алан Гаглоева Республика кунӗпе саламлӑ телеграммӑра пӗлтернӗ.
"Пирӗн ҫӗршывсем хушшинчи туслӑ, ырӑ кӳршӗлле хутшӑнусене аталантарасси, пӗр-пӗрне тӗрлӗ енлӗ пулӑшса пырасси пысӑк пӗлтерӗшлӗ", - тенӗ Кремль сайчӗ ҫинче пичетленӗ саламлӑ телеграммӑра.
Раҫҫей лидерӗ Гаглоева ҫирӗп сывлӑх тата ҫитӗнӳсем, Кӑнтӑр Осетин гражданӗсене — телей тата ырлӑх суннă.
Сăнÿкерчĕкĕ: ТАСС/Валерий Шарифулин.
https://iz.ru/1576745/2023-09-20/putin-pozdravil-gagloeva-s-dnem-priznaniia-nezavisimosti-iuzhnoi-osetii