#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Иран ӗҫтешӗпе Эбрахим Раисипе телефон калаҫӑвӗсем ирттернӗ. Кун ҫинчен ытларикун, сентябрӗн 26-мӗшӗнче, Кремль пресс-служби пӗлтернӗ.
"Владимир Путин Раҫҫейри мирлӗ контингент ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен, ҫав шутра гуманитари пулӑшӑвӗ парасси, Нагорнăй Карабахри армян халӑхӗн прависемпе хӑрушсӑрлӑхне хӳтӗлесси ҫинчен пӗлтернӗ", - тенӗ пӗлтерӳре.
Раиси пуҫарӑвӗпе иртнӗ калаҫу вӑхӑтӗнче икӗ ҫӗршыв лидерӗсем Нагорнăй Карабах таврашӗнчи лару-тӑру ҫинчен пӗр-пӗринпе калаçнă, армянсемпе азербайджансен хутшӑнӑвӗсене нормализацилемелли проблемӑна сӳтсе явнă. Раҫҫейпе Иран Президенчӗсем политикӑпа дипломатипе усӑ курса пур ыйтусене те мирлӗ татса пани пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ.
Ҫавӑн пекех икӗ ҫӗршыв лидерĕсем суту-илӳпе экономика ҫыхӑнӑвӗсене ҫирӗплетме тата энергетикӑпа транспортра пӗрле проектсем тума шутланине ҫирӗплетнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: ТАСС/Михаил Метцель.
https://iz.ru/1579599/2023-09-26/putin-provel-telefonnye-peregovory-s-prezidentom-irana