#владимирпутин
Влаҫсемшĕн ятарлӑ ҫар операцине хутшăнакансемшĕн тата вӗсен ҫемйисемшĕн тӑрӑшасси чи пӗлтерӗшлӗ тӗллев шутланать, — пӗлтернӗ Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Çурҫӗр Осети – Алани республика ертӳҫипе Сергей Меняйлопа тӗлпулура.
"Ку пирӗншӗн, ҫӗршывшӑн тата передовойра тӑракан салтаксемшӗн чи кирлӗ тема, ҫавӑнпа та тархасшӑн, тимлӗх пултăр, хӑвӑр тимлӗр. Боецсен ҫемйисем патне те", - цитатӑлаҫҫӗ Путина "Известия" кăларăмра.
Меняйло Президента регион влаҫӗсем ҫак задачӑна епле пулсан та пурнӑҫласса шантарнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл республикӑра СВОна хутшăнакансен ҫемйисене социаллӑ тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлени ҫинчен пӗлтернӗ.
Апрель уйӑхӗнче Президент Донбасри халӑха тата вилнӗ боецсен ҫемйисене хӳтӗлеме хутшӑнакансен пулӑшу фончӗ туса хурасси ҫинчен калакан указа алӑ пуснă.
Фондӑн тӗп тӗллевӗсем СВО ветеранӗсене социаллӑ пулӑшу парасси, медицинӑпа социаллӑ реабилитаципе, эмелпе тивӗҫтерессине кӗртнӗ май пулӑшу тата ҫӑмӑллӑх илме пулӑшасси.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/72418/photos/7299
https://radiosputnik.ria.ru/20231002/putin-1899961100.html