#владимирпутин
Раҫҫей газне Узбекистана тăратассине уҫнӑ чаплӑ церемони октябрӗн 7-мӗшӗнче иртнӗ. Ҫутҫанталӑк ресурсне хута ярас ӗҫе РФ Президенчӗ Владимир Путин, Узбекистан лидерӗ Шавкат Мирзиеев тата Казахстан республикин пуҫлӑхӗ Касым-Жомарт Токаев хутшӑннӑ.
Раҫҫей газне Вӑтам Ази еннелле тӑратасси историре пӗрремӗш хут пулса иртнӗ. РФчен вӑл Казахстан урлӑ Узбекистана транзитпа каять, унӑн пӗр пайне Казахстан республикине тăратаҫҫӗ.
"Ку виҫӗ енлӗ пысӑк энергетика проекчӗ, ӑна пурнӑҫлама 60-мӗш ҫулсенчех туса лартнӑ "Вӑтам Ази-Центр" газопроводпа усӑ кураҫҫӗ, ун тӑрӑх Узбекистан тӳрех союзлӑ сакӑр республика газ панӑ", — палӑртнӑ церемони вӑхӑтӗнче Путин.
Хӑй енчен, Токаев Казахстан хӑйӗн транзит вӑй-хӑвачӗпе туллин усӑ курнипе интересленнине тата Раҫҫей газне малашлӑхра транспортировкине ӳстерме хатӗррине палӑртнă.
Мирзиеев вара Узбекистана ҫак ҫутҫанталӑк ресурсне тӑратнӑ сферӑри вӑрах вӑхӑтлӑх ӗҫтешлӗхе аталантарма шухӑшланине палӑртнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Новости РИА /Вячеслав Прокофьев.
https://iz.ru/1585660/2023-10-07/putin-mirzieev-i-tokaev-dali-start-postavkam-rossiiskogo-gaza-v-uzbekistan