#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин ытларикун, октябрӗн 17- мӗшӗнче, икӗ кунлӑх визитпа Китая ҫитнӗ, ун шайӗнче вӑл "Пӗр пояс - пӗр ҫул" форума уҫнă çĕре хутшӑнать те икӗ енлӗ тӗлпулу ирттерет.
Ытларикун Путин Ван Тхыонг Вьетнам президенчӗпе, Сеттха Тхависин Таиланд Королевствин премьер-министрӗпе, Лаос Халӑх Демократи республикин премьер-министрӗпе Сусулит Тхонглунпа тӗл пулма палӑртнӑ. Кун ҫинчен маларах патшалӑх пуҫлӑхӗн помощникӗ Юрий Ушаков пӗлтернӗ.
Килнӗ кун Президент форума, Раҫҫейпе Китай калаҫӑвӗсене тата ытти икӗ енлӗ тӗлпулусене уҫас церемоние хутшӑнать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Известия.
https://iz.ru/1590595/2023-10-17/vladimir-putin-pribyl-v-pekin-s-dvukhdnevnym-vizitom