Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
18 Октябрӗн 2023, 14:27

Пекинра Путинпа Си Цзиньпин хушшинчи калаҫу вӗҫленнӗ

#владимирпутин

Пекинра Путинпа Си Цзиньпин хушшинчи калаҫу вӗҫленнӗ
Пекинра Путинпа Си Цзиньпин хушшинчи калаҫу вӗҫленнӗ


#владимирпутин
Пекинри Раҫҫейпе Китай хушшинчи калаҫусем вӗҫленнĕ, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Халӑх пухӑвӗсен çуртӗнчен тухса кайнă. Кун пирки октябрӗн 18-мӗшӗнче Китайӑн Тӗп телекуравӗ (CCTV) пӗлтернӗ.
"Пекинри Халӑх пухӑвӗсен çуртӗнче КНР председателӗ Си Цзиньпин Раҫҫей Президенчӗпе Владимир Путинпа калаҫу ирттернӗ, вӑл пӗтӗм тӗнчери "Пӗр пояс — пӗр ҫул" пӗрлешӗвӗн виҫҫӗмӗш форумне хутшӑннӑ, - тенӗ телеканал.

CCTV журналистсем Раҫҫей кортежӗ калаçу вӗҫленнӗ хыҫҫӑн мероприяти ирттермелли вырӑнтан тухса кайнине палӑртнӑ. Кремлĕн официаллӑ представителĕ Дмитрий Песков ҫак информацие хальлӗхе ҫирӗплетмен. ТАСС палӑртнӑ тӑрӑх, калаҫу вӗҫленнипе вӗҫленменни ҫинчен ыйтсан, Песков çук тесе хуравланă.
Сăнÿкерчĕкĕ: REUTERS/Sputnik/Sergei Gunev.
https://iz.ru/1591292/2023-10-18/v-pekine-zavershilis-peregovory-putina-i-si-tczinpina

 

 

 

 

Пекинра Путинпа Си Цзиньпин хушшинчи калаҫу вӗҫленнӗ
Пекинра Путинпа Си Цзиньпин хушшинчи калаҫу вӗҫленнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: