

#владимирпутин
Раҫҫейпе Турци хушшинчи хутшӑнусене пур еннелле те аталантарасса Путин шанать.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин турккӑсен лидерне Реджеп Тайип Эрдогана Турции Республикин ҫӗр ҫулхи юбилей ячӗпе саламланӑ. Саламлӑ телеграмма текстне октябрӗн 29-мӗшӗнче Кремль сайчӗ ҫинче пичетлесе кӑларнӑ.
Раҫҫей лидерӗ иртнӗ ӗмӗрте Турци сахал мар йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе тӗрлӗ облаҫсенче ҫитӗнӳсем тунине палӑртнӑ.
Президент ҫавӑн пекех Раҫҫейпе Турци хушшинчи хутшӑнусем туслӑхпа ырӑ кӳршӗлле аталаннине кӑтартса панă.
"Тӗрлӗ ҫул-йӗрпе килӗштерсе ӗҫлени лайӑх кăтарту парать, пӗрлешӳллӗ пысӑк проектсем планлӑ пурнӑҫланаҫҫӗ. Мускавпа Анкара регионти тата глобаллӑ кун йӗркин пӗлтерӗшлӗ ыйтӑвӗсене татса парас тӗлӗшпе вӑй хунине ӑнӑҫлӑ йӗркелеҫҫӗ", — хушса хунă вӑл.
Хӑйӗн саламне вӗҫленӗ май Путин Раҫҫейпе Турци хутшӑнӑвӗсене малалла аталантарас шанăç панă, Турци гражданӗсене аталанма суннă.