Çутă çул
+22 °С
Ҫумӑр
Политика
31 Октябрӗн 2023, 05:32

Путин Шойгуна ятарлă çар операцийĕ мӗнле пыни ҫинчен каласа пама ыйтнă

#владимирпутин

Путин Шойгуна ятарлă çар операцийĕ мӗнле пыни ҫинчен каласа пама ыйтнăПутин Шойгуна ятарлă çар операцийĕ мӗнле пыни ҫинчен каласа пама ыйтнă
Путин Шойгуна ятарлă çар операцийĕ мӗнле пыни ҫинчен каласа пама ыйтнă

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин РФ Оборона министерствин пуҫлӑхне Сергей Шойгуна ятарлă çар операцийĕ мĕнле пынине тата Китая кайса килни ҫинчен каласа пама ыйтнӑ. "Паян сирӗнпе ҫакӑн пек анлӑ ыйтусем сӳтсе явасшӑнччӗ, оборона министрӗ ют ҫӗршыв командировкинчен таврӑнчӗ, унӑн результачӗсем ҫинчен каласа парӗ, ятарлӑ ҫар операцийӗ мӗнле пыни ҫинчен пӗлтерӗ", - тенӗ Путин канашлура.

Маларах Шойгу Пекинра иртекен 10-мӗш Сяншань форумне ҫитсе курнӑ. Форум шайӗнче Раҫҫей Миноборонин пуҫлӑхӗ КНР Тӗп ҫар совечӗн зампречĕпе Чжан Юсяпа калаҫусем ирттернӗ.

Ҫавӑн пекех Раҫҫей оборона министрӗ Беларуç, Таджикистан, Азербайджан, Лаос, Монголи, Мьянма, Вьетнам, Нигери тата ытти ҫӗршывсенчи ӗҫтешсемпе пленум ларӑвӗ умӗн калаçнă.

РИА Новости

https://ria.ru/20231030/putin-1906290976.html

 

 

Путин Шойгуна ятарлă çар операцийĕ мӗнле пыни ҫинчен каласа пама ыйтнă
Путин Шойгуна ятарлă çар операцийĕ мӗнле пыни ҫинчен каласа пама ыйтнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас