Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Политика
5 Ноябрӗн 2023, 07:44

Путин боецсене мораль тӗлӗшӗнчен пулӑшни кирлӗ пулнине палăртнă

#владимирпутин

Путин боецсене мораль тӗлӗшӗнчен пулӑшни кирлӗ пулнине палăртнăПутин боецсене мораль тӗлӗшӗнчен пулӑшни кирлӗ пулнине палăртнă
Путин боецсене мораль тӗлӗшӗнчен пулӑшни кирлӗ пулнине палăртнă


#владимирпутин
Донбаса хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен спецоперацие хутшӑнакансемшӗн мораллӗ пулӑшу питӗ пӗлтерӗшлӗ, - тенĕ шӑматкун, ноябрӗн 4-мӗшӗнче, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Хӗрлӗ площадьри Мининпа Пожарский палӑкӗ умне чечексем хумалли церемоние хутшӑннӑ май.
Юнармеецсенчен пӗри патшалӑх пуҫлӑхне юхăма хутшӑнакансем Раҫҫей ҫар служащийӗсене спецопераци зонине миллион ытла ҫыру яни ҫинчен каласа панӑ. Ҫамрӑк ҫын каланӑ тӑрӑх, ҫак ҫырусем боецсене ҫар ҫыннисем каласа панӑ пек "хавхаланма тата малалла кайма" пулӑшаҫҫӗ.
"Эпӗ пӗлетӗп, ку питӗ кирлӗ япала — кашни кун, тен, кашни сехетрех хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр кӗрешекен ҫынсен мораль тӗлӗшӗнчен пулӑшӑвӗ. Ку питӗ кирлӗ!"- тенӗ Раҫҫей лидерӗ ҫамрӑк ҫын сӑмахӗсене хуравласа.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/
https://iz.ru/1600300/2023-11-04/putin-ukazal-na-vazhnost-moralnoi-podderzhki-boitcov-svo

 

Путин боецсене мораль тӗлӗшӗнчен пулӑшни кирлӗ пулнине палăртнă
Путин боецсене мораль тӗлӗшӗнчен пулӑшни кирлӗ пулнине палăртнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас