

#владимирпутин
Песков: Путин хальлӗхе 2024 ҫулхи суйлава хутшӑнасси ҫинчен заявлени туман-ха.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хальлӗхе ҫӗнӗ срока баллотироват тума шутламан-ха. Кун пирки ноябрӗн 6-мӗшӗнче патшалӑх пуҫлӑхӗн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков пӗлтернӗ.
"Ку тӗлӗшпе Путин нимӗнле заявлени те туман-ха. Кампани хӑй те официально пуçланман-ха", — тенӗ Кремль представителӗ.
Суйлав 2024 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пулмалла. Сентябрь уйӑхӗнче Раҫҫей лидерӗ хӑй, Тухӑҫри экономика форумӗнче пулас суйлавсене хутшӑнасси ҫинчен ыйтнине хирӗҫ хуравласа, парламента хӑйсене уйӑрса лартасси ҫинчен йышӑнӑва кӗтсе илме чӗнсе каланӑ. Песков тĕпченĕ тăрăх патшалӑх пуҫлӑхӗ кандидатсене кӑларас ӗҫе татӑклӑн ҫирӗплетсен тата ӗҫе пуҫӑннӑ хыҫҫӑн хӑйӗн малашнехи планĕсем ҫинчен пӗлтерӗ тенĕ.