Çутă çул
+8 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Политика
20 Ноябрӗн 2023, 14:41

Путин Раҫҫейпе Китай хушшинчи уйрӑм хутшӑнусене асӑннă

#владимирпутин

Путин Раҫҫейпе Китай хушшинчи уйрӑм хутшӑнусене асӑннă
Путин Раҫҫейпе Китай хушшинчи уйрӑм хутшӑнусене асӑннă


#владимирпутин
Путин: РФ тата КНР хушшинчи хутшӑнусем нихӑҫан та ҫакӑн пек ҫӳллӗ шайра пулман.
Раҫҫейпе Китай хушшинчи хутшӑнусем уйрӑм характерлӑ. Кун пирки эрнекун, ноябрӗн 17-мӗшӗнче, пӗлтернӗ РФ Президенчӗ Владимир Путин Санкт-Петербургри Пӗрлешӳллӗ культурӑсен тӗнчери форумӗнче.

Вӑл патшалăхсен икӗ енлӗ диалогӗн ҫитӗнӗвӗнче шанӑҫ пуррине кӑтартса панă.
"Пирӗн патшалӑхсен историйӗнче нихҫан та ҫакӑн пек ҫӳллӗ шайри пахалӑха ҫитменччӗ. Пирӗн патшалӑхсем хушшинчи шанӑҫ шайĕ пирки калатăп", - палӑртнă Путин.
Кунсӑр пуҫне, КНР председателӗ Си Цзиньпин культура, вӗренӳ тата спорт ыйтӑвӗсем ҫине яланах тимлӗх уйӑрнине, ҫакӑ икӗ ҫӗршыв пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫленин питӗ пӗлтерӗшлӗ пайӗ пулнине Путин кӑтартса панă.

Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/
https://iz.ru/1607078/2023-11-17/putin-nazval-unikalnymi-rossiisko-kitaiskie-otnosheniia

 

 

Путин Раҫҫейпе Китай хушшинчи уйрӑм хутшӑнусене асӑннă
Путин Раҫҫейпе Китай хушшинчи уйрӑм хутшӑнусене асӑннă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: