Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Политика
28 Ноябрӗн 2023, 11:04

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ "Башкортостан" полкри ҫар ҫыннисен йӑлипе апат-ҫимӗҫне тӗрӗсленӗ

Ĕçпе Донбаса кайнӑ чухне Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров "Башкортостан" мотострелковӑй полкӑн пӗр подразделенийӗ вырнаҫнӑ ҫӗре ҫитсе курнӑ.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ "Башкортостан" полкри ҫар ҫыннисен йӑлипе апат-ҫимӗҫне тӗрӗсленӗ
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ "Башкортостан" полкри ҫар ҫыннисен йӑлипе апат-ҫимӗҫне тӗрӗсленӗ

Ĕçпе Донбаса кайнӑ чухне Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров "Башкортостан" мотострелковӑй полкӑн пӗр подразделенийӗ вырнаҫнӑ ҫӗре ҫитсе курнӑ. Вӑл командованипе тата личнӑй составпа калаҫнă, боецсем ыйтнине итленӗ,пӗлтерет ПР Пуҫлӑхӗн пресс-служби.

Ҫар ҫыннисемпе калаçса, Радий Хабиров вӗсене тивӗҫлӗ служит тума тата, паллах, хӑйсене упрама ыйтнӑ. Вӑл республика боецсене те, вӗсен ҫемйисене те пулӑшĕ тесе сӑмах панă.

Военкорсемпе калаçнă, блиндажсенче пулса курнӑ хыҫҫӑн, республика ертӳҫи боецсен пурлӑхпа техника снабжени енĕпе ыйтусем пулманнишӗн кăмăллă юлнă. Радий Хабиров каланӑ тӑрӑх, блиндажсенче пурне те йывӑҫпа сăрнă. Ҫавӑн пекех вӑл лайӑх апат-ҫимӗҫ, тумтир тата кирлӗ япаласем, ҫавӑн пекех оборудовани пуррине палӑртнă. Республика Пуҫлӑхӗ питӗ кирлӗ япаласене яланах малалла та ярса парассине палӑртнӑ.

https://mgazeta.com/news/novosti/2023-11-27/glava-bashkirii-proveril-byt-i-pitanie-voennosluzhaschih-polka-bashkortostan-3540461

 

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ "Башкортостан" полкри ҫар ҫыннисен йӑлипе апат-ҫимӗҫне тӗрӗсленӗ
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ "Башкортостан" полкри ҫар ҫыннисен йӑлипе апат-ҫимӗҫне тӗрӗсленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: